Суд приставӗсен федераллӑ службин Чӑваш Республикинчи управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх иртнӗ уйӑхра республикӑра 85 автомобиле арестленӗ.
Ҫак ӗҫе суд приставӗсем ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе пӗрле йӗркеленӗ. Машшинсене республикӑн тӗп ҫулӗсем ҫинче те тытса чараҫҫӗ, ял-хуласенче те. Вӗсене тӗрлӗ штрафсене тӳлесе татманшӑн арестлеҫҫӗ.
Сӑмахран, ведомство каласа панӑ тӑрӑх, нумай пулмасть Шупашкар районӗнче пӗр водителе тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе 76 штраф ҫырса панӑ иккен, анчах 1976 ҫулта ҫуралнӑ арҫын вӗсене тӳлемен. Мӗнпурӗ 105 пин пухӑнса кайнӑ. Ҫав шутра штрафа шыраса илес ӗҫшӗн тӳлесси те. Тепри, 1997 ҫулта ҫуралнӑскер, 26 штрафа тӳлесе татман.
Приставсем водительсене штрафа тӳлесе татма ыйтнӑ, анчах лешсем хирӗҫ пулнӑ. Ҫавна пула транспорта штрафстоянкӑна илсе кайма тивнӗ. 10 кун хушшинче штрафсене тӳлесе татмасан вӗсен машшинисене сутса штрафсене шыраса илме ирӗк пур.
Иртнӗ вырсарникун Шупашкар районӗнчи Янту ялӗнче храм уҫӑлнӑ. Ӑна тумашкӑн Чӑваш Енри казаксен общини 2011 ҫулта Варнава митрополитран (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) пил илнӗ. Ҫапла вӗсем йывӑҫ храм хӑпартнӑ. Анчах вӑл аҫа ҫапнине пула ҫунса кайнӑ.
Кун хыҫҫӑн ҫав вырӑнта ҫӗнӗ чиркӳ валли пӗрремӗш кирпӗч хунӑ. Ӑна 2018 ҫулта туса пӗтернӗ. Кӑҫал ҫулла тин настоятеле палӑртнӑ. Вӑл – Феодосий Аксенов.
Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхӗнче ҫӳп-ҫап купи пулнине кӑҫал ҫу уйӑхӗнче асӑрханӑ. Унта строительство ҫӳп-ҫапӗ купаланса выртнӑ.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 120 тӑваткал метр лаптӑка йышӑннӑ. Ҫӗрӗ вара ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ.
Ведомство Шупашкар район администрацине кун тӗлӗшпе асӑрхаттарнӑ. Авӑн уйӑхӗнче свалкӑна тасатнӑ, ҫӗр лаптӑкне усӑ курма юрӑхлӑ тунӑ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Шупашкар районӗнчи тӗп больницӑн ача-пӑча уйрӑмне кӗмелли алӑкран инҫех мар лапамра пӗри пирус туртни пирки пӗлтернӗ. «Кӗнӗ ҫӗрте тата ача-пӑча кӳмисемпе юнашар тӑрса туртни йӗркеллӗ япалах-и?» — ҫырса хунӑ постра ятне пытарма ыйтнӑ ҫын.
Ача-пӑча кӳмисемпе юнашар тӑрса пирус туртакан хӗрарӑм — шурӑ халатлӑскер.
Поста курнисен хушшинче шурӑ халатлине хӳтӗлекенсем те пур. Вӗсенчен пӗри, Наталия Александрова ятлӑ этем, пост авторне ятласа пӗтернӗ, ӑна вӑл усал тата телейсӗр ҫын тесе кӳрентернӗ, ансатрах пулма сӗннӗ.
Ҫав вӑхӑтрах район больницин администрацийӗ пост авторӗнчен каҫару ыйтнӑ. Сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче ӗҫлекенсемпе пирус сиенӗ тата больница ҫывӑхӗнче туртни килӗшӳсӗрри пирки калаҫу ирттернине хыпарланӑ.
Шупашкар районӗнчи Хыркасси патӗнчи развязкӑна юпа уйӑхӗнче, Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗнче, уҫма палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна маларах уҫнӑ - водительсем ҫак ҫулпа ҫӳреҫҫӗ ӗнтӗ.
М-7 федераци трасси ҫинчен Етӗрне ҫулӗ ҫине пӑрӑнмалли вырӑна хупнӑ. Машинӑсем пурте развязка урлӑ каяҫҫӗ. Халӗ Явӑш еннелле те пӑрӑнма меллӗ.
Ҫӗнӗ ҫула уҫнӑ пулин те трассӑн ытти пайӗнче ӗҫсем вӗҫленмен-ха.
Шӑ та лӑп 135 ҫул каялла Михал Шевле (Васильев) (28.09.1887-24.04.1954) ҫуралнӑ. Вӑл — патшалӑх ӗҫченӗ, юрист, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине тата революци юхӑмне хутшӑннӑ.
Михаил Шевле Шупашкар уесӗнчи (халӗ Куславкка районӗ) ҫуралнӑ. Малтан Чӗмпӗрти чӑваш шкулне экстерн мелӗпе вӗренсе пӗтернӗ, Мускаври университетра совет правин факультетӗнче пӗлӳ илнӗ.
Чӑваш автономи облаҫӗн облӗҫтӑвкомӗн членӗ пулнӑ, уесри аппарата ертсе пынӑ, милиципе суд ӗҫне йӗркелесе пынӑ, правительство декречӗсене пурнӑҫланине сӑнаса тӑнӑ, Национальноҫсен тӗп коллегийӗн пайташӗ шутланнӑ. Чӑваш автономи облаҫӗнчен республика туса хурас ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Чӑваш АССРӗнчи Совнарком председателӗн ҫумӗ пулнӑ.
Темиҫе хутчен те репрессие лекнӗ, 1934-1946 ҫулсенче тӗрмесемпе концлагерьсенче ларнӑ, 1949 ҫулта Казахстана ссылкӑна янӑ. Юлашки ҫулсенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 1960 ҫулта (вилнӗ хыҫҫӑн) реабилитацленӗ.
Паян Шупашкар районӗнчи Ишек ялӗ ҫывӑхӗнче 12 сехетре васкавлӑ медпулӑшу аварие лекнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Васкавлӑ медпулӑшу ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Иртсе пыракансем ҫакна видео ҫине ӳкернӗ. Васкавлӑ медпулӑшу ҫул хӗрринче ларнӑ. Инҫех мар – ҫӑмӑл машина.
«Эпир иртсе кайнӑ чухне унта 3 тухтӑрччӗ. Вӗсенчен пӗри макӑратчӗ, тепри пуҫӗнчен аллипе тытнӑччӗ», — пӗлтернӗ «Про Города» халӑх корреспонденчӗ.
Шупашкар районӗнчи Пархикассинчи ял вулавӑшне тӗпрен юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.
Республикӑн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, библиотека Раҫҫей субъекчӗсенчи библиотекӑсене 2023 ҫулта ҫӗнетмелли конкурсра ҫӗнтернӗ. Вулавӑша юсаса ҫӗнетме федераци хыснинчен 5 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Ҫӗнӗ ӑрӑвӑн вулавӑшӗ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн «Манӑн ҫулӑм – ял хуҫалӑхӗ» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫамрӑксен «АгроПоколение» профориентаци шкулне уҫӗҫ, пӗчӗк вулакансем валли «Аграрикум» клуб йӗркелӗҫ. «Аграри профессийӗсен тӗнчине экскурси» интерактивлӑ плакат хатӗрлеме, «Ҫӗр тата ҫынсем» краеведени подкасчӗсем йӗркелеме палӑртнӑ.
Чӑваш Енри темиҫе ҫынна федераци судйи пулма ҫирӗплетнӗ. Ҫавна ӗнентерекен удостоверенисене вӗсене ӗнер панӑ. Документа Чӑваш Енри тӗп федераци инспекторӗ Григорий Сергеев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тыттарнӑ.
Мероприятие Чӑваш Енӗн Верховнӑй сучӗн председателӗ Анатолий Петров, унӑн ҫумӗсем Галина Савелькина тата Марина Блинова, Чӑваш Енри Суд департаменчӗн управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Рената Макаричева хутшӑннӑ.
РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе федераци судйин удостоверенийӗсене Чӑваш Енӗн Верховнӑй сучӗн судйине Елена Никитинӑна, Шупашкар районӗнчи судӑн судйине Алина Лукинана, Шупашкарти Ленин районӗн сучӗн судйине Алексей Дмитриева панӑ.
Шупашкар районӗнчи Апашри шкулта икӗ автобусран пӗри кӑна ачасене турттарать. Ку хыпара тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче паян пӗлтернӗ.
Пост авторӗ хыпарланӑ тӑрӑх, икӗ шкул автобусӗнчен пӗри кӑна хутланӑран ачасен транспорт чылай вӑхӑт кӗтме тивет.
Пост авторӗ шкул столовӑйӗнчи апат пахалӑхне те хурласа ҫырнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл шкулта укҫа пухаҫҫӗ тесе пӑшӑрханнӑ.
Поста вуланисенчен пӗри, Ольга Владимировна ятлӑ хӗрарӑм, шкула хӳтӗлесе ҫырнӑ. Вӑл: «Ачӑра машинӑпа турттарӑр е маршруткӑпа ҫӳретӗр», — тесерех касса татнӑ. Ӗҫ тетрачӗсене ывӑл-хӗрне ашшӗ-амӑшӗ туянса пани те йӗркеллӗ япала тесе хирӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |